Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑ (ЧЧҪС, I том)

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ



ӐНЛАНМАНЛӐХ, ҫ.с. Ӑнлану ҫителӗксӗрлӗхӗ; хутшӑнура ҫураҫулӑх пулманни. Унӑнах [Н.В.Федоровӑн] наци лидерӗ те пулмалла. Вара халӑхпа президент хушшинчи ӑнланманлӑхсем нихӑҫан та пулмӗҫ. Х-р, 25.09.1996, 2 с. Пирӗн ӑс-тӑнра питӗ пысӑк пӗлменлӗх, ӑнланманлӑх хуҫаланнӑ иккен. Т-ш, 1999, 48 /, 2 с. Унӑн [хӗрарӑмӑн] упӑшкипе калаҫса хӑйсен хушшинчи ӑнланманлӑха пӗтерес килчӗ. ҪХ, 2000, 12 /, 10 с. Пирӗн хушӑра ӑнланманлӑх та пулнӑ. К-н, 2002, 7 /, 7 с.
ӐРАСКАЛЛАН, ҫ.с. Чӑвашрадиори «Ӑраскал» кӑларӑм (туп.) палли пулса тӑр. Ытти кӑларӑмсене мана хутшӑнтар-маҫҫӗ, мӗншӗн тесен манӑн сас «ӑраскалланса» ларнӑ [17 ҫула яхӑн «Ӑраскала» ертсе пынӑ С.Савельева артистка каланинчен]. ҪХ, 1999, 2 /, 12 с.
ӐРАСКАЛҪӐ, ҫ.с. «Ӑраскал» радиокӑларӑма (туп.) хатӗрлекен, ертсе пыракан ҫын. Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗлте «Ӑраскал—30» фестиваль иртрӗ. Пӗрремӗш «ӑраскалҫӑ», ӑна пуҫарса яраканӗ Венера Большова уяв ялавне ҫӗклерӗ. Т-ш, 1999, 32 /, 3 с.
ӐРӐМ, ч.п. Асам, тӗлӗнтермӗш хӑват; юм. Пичугин феноменӗ маги мар, ӑрӑм та мар. КЯ, 19.12.1989, 4 с. Шупашкарта хайхи ҫиҫӗм пек ҫутӑ та хӗвел пек хӗрӳ пайӑркаллӑ, ӑрӑм хӑвачӗллӗ ... чӑваш чӗлхипе калаҫакансене курсах каймарӑмӑр. Я-в, 1990, 7 /, 30 с. Илем асамӗнчен, ӑрӑмӗнчен юрату вучӗ ӑшне ... кӗрсе ӳкесрен чӑннипех те хӑранӑ эпӗ. В.Эктел, 1996, 102 с. Мӗнре-ши Ухсай Яккӑвӗн ... харкам хӑйле тӗнчин ӑрӑмӗ. Х-р, 27.12.2001, 4 с.
— ӑрӑм сӑмахлӑхӗ (П.Метинпа А.Мефодьев, 1997, 9 с.);
— юрату ӑрӑмӗ (ҪХ, 2001, 34 /, 11 с.); Дебюсси ӑрӑмӗ (Я-в, 2000, 4 /, 14 с.); Атӑл ӑрӑмӗ (Х-р, 18.06.2002, 3 с.).
ӐРӐМЛА, ч.п. Асамла, юмла, тухатла; ӑрӑмҫӑла. Костя..., ӑрӑмланӑ пек, Соня ҫине пӑхать те пӑхать. Д.Гордеев, 1988, 281 с. Тепри ... ыратакан пуҫӑма ӑрӑмласа сиплерӗ. Х-р, 25.12.1991, 2 с. Арҫын аяк пӗрчийӗнчен, шап-шурӑ кӑпӑкран ... хӗрарӑма ӑрӑм-ласа чӗм кӗртнӗ. В.Энтип //Я-в, 1995, 10 /, 42 с. Хуняма темӗн те ӑрӑмлама пӗлет. ҪХ, 1998, 44 /, 5 с.
ӐРӐМЛӐ, ч.с. Асамлӑ, ытаруллӑ, тӗлӗнмелле. Темӗнле ӑрӑмлӑ ункӑ тухатӑвӗнче эпир. Х-р, 24.08.1993, 3 с. Ӑрӑмлӑ (магиллӗ) сӑмахлӑх тӗслӗхӗсем ытларах йӑла-йӗрке поэзийӗнче тӗл пулаҫҫӗ. ЧС, 1994, 8 кл., 13 с. Чӑвашӑн ӑрӑмлӑ йӑли-йӗркине, юмах-халапне... юратать ҫак калавҫӑ. Г.Федоров, 1996, 188 с.
— ӑрӑмлӑ йӑла, ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх (ЧС, 1993, 10 кл., 25 с., 35 с.).
ӐРӐМҪӐ, ч.с. 1. Юмӑҫӑ, вӗрӳҫӗ; халӑх сиплевҫи, экстра-сенс (туп.). Тӗрлӗрен ӑрӑмҫӑсем халӗ те пур иккен ҫӗр ҫинче. К-н, 1988, 17 /, 4 с. Асамҫӑпа ӑрӑмҫӑ [Пуҫелӗк]. Х-р, 25.12.1991, 2 с. Ҫӗршыври мӗн пур тухтӑр, ӑрӑмҫӑ Серапиона сыватма хӑтланса пӑхнӑ. ҪХ, 1997, 28 /, 4 с. Ӑрӑмҫӑ е алӑ тӑрӑх юмӑҫ пӑхакан патне канаш ыйтма кайнӑ-и. Т-ш, 1999, 5 /, 12 с.
— чӑваш ӑрӑмҫи (ЧС, 1993, 10 кл., 41 с.); вуду халӑхӗн ӑрӑмҫи (Х-р, 12.07.2001, 3 с.).
2. Асамҫӑ, пысӑк ӑстаҫӑ. Чун-чӗререн тав вӗсене — журналӑн ӑрӑмҫисене! В.Давыдов-Анатри //К-н, 1985, 5 /, 5 с. Ӑрӑмҫӑ вырӑннех хураттӑм хама хам. Я-в, 1991, 7 /, 18 с. Мӑнаҫлӑскер, ӗнен мана, эпӑрӑмҫӑ. Х-р, 22.02.2000, 4 с.
— сӑмах ӑрӑмҫи (ХЧЛ, 1990, 11 с.; А.Смолин, 1999, 82 с.);
— ӑрӑмҫӑ куккук (В.Энтип //Я-в, 1991, 7 /, 12 с.); куккук-ӑрӑмҫӑ (Х-р, 5.09.1996, 4 с.); ӑрӑмҫӑ-гастролер (Хв.Уяр //Х-р, 30.09.1992, 2 с.); ӑрӑмҫӑ-пике (В.Эктел, 1996, 51 с.).
ӐСЛӐЛАТ, п.с. Ӑс пар, ӑса вӗрент, ӑслӑ ту; тӑна кӗрт. Хӑй пӗрре ҫеҫ, пӗтӗм яла ӑслӑлатать. ЧХС, 1984, 5 т., 284 с. Урса килнӗ капитализма туртаҫҫӗ, ӑслӑлатаҫҫӗ пире! А.Емельянов //Х-р, 6.06.1997.
ӐСПАРУ, ҫ.с. Ҫамрӑк ӳсӗме ҫынлӑхпа этеплӗхе (туп.) хӑнӑхтарни; воспитани. Институтра вӗрентӳпе ӑспару юнашар пыраҫҫӗ. ЧФКЖ, 2002, 7 с.
танл., ӑспарулӑхлӑ проза (Ю.Артемьев, 1988, 95 с.).
ӐСПАРУҪӐ, ҫ.с. Этеплӗ (туп.) пулма вӗрентекен, тӑн паракан ҫын; воспитатель, наставник. Ача-пӑчана чӑвашлах вӗрентсе ӑс паракан учительсемпе ӑспаруҫӑсем. М.Волков //ЧЕ, 1998, 27 /, 5 с.
ӐСПУРЛӐХ (ӐС ПУРЛӐХ), ҫ.с. Халӑхӑн пурнӑҫ палӑ-рӑмӗсен тата пултарулӑхӗпе ҫитӗнӗвӗсен пӗрлӗхӗ (тӗнче курӑмӗ, чӗлхи, тум-тирӗ, йӑли-йӗрки, сӑмахлӑхӗ т.ыт. те); культура. Чӑваш халӑхӗн тата мӗнпур Чӑваш енӗн ирӗкӗпе чысӗ, ырлӑх-сывлӑхӗпе ӑспурлӑхӗ (культури). В.Станьял //Х-р, 19.12.1991, 2 с. Ҫак тапхӑрта тӑван чӗлхе, ӑспурлӑх (культура) пирки калаҫни теприне тарӑхтарать те пулӗ. А.Смолин //Х-р, 17.03.1992, 5 с. Пирӗн этикетра ун [хурав] валли ӑспурлӑх ҫителӗклӗ. Х-р, 3.10.1992, 2 с. Ҫак музей пирӗн ӑспурлӑхӑн, культурӑн уйрӑлми пайӗ. Ҫ-т, 1995, 4—5 /, 31 с.
— тӑван йӑх ӑс пурлӑхӗ (ЧС, 1993, 10 кл., 3 с.); тӑван халӑх ӑс пурлӑхӗ (ЧЛ, 1994, 11 кл., 6 с.).
ӐСҪУТАВҪӐ (ӐСҪУТАТУҪӐ), ҫ.с. Халӑха ҫутта кӑларакан тата пӗлӳ саракан ҫын; ҫутлӑхҫӑ (туп.), просветитель. 30-мӗш ҫулсенче хӑшӗсем чӑваш ӑсҫутавҫине И.Я.Яковлева «октябрист», «монархист» тесе айӑплаҫҫӗ. Ю.Артемьев, 1991, 135 с. Чӑваш халӑх ӑсҫутатуҫи (просветителӗ) И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине уявлама... хатӗрленнӗ май. К-ш, 1997, 39 /, 4 с.;
— аслӑ ӑсҫутавҫӑ (КЯ, 15.11.1989).
ӐСТӐВӐМ, п.с. Пултарулӑх ӗҫӗн ҫимӗҫӗ (тупсӑмӗ); произведени, хайлав. Шыравра ҫуралнӑ сӑмахсем, ӑстӑвӑм, ӗҫтеш,... ҫутлӑх, йӗркепӗрӗн т.ыт.те. Вуншар ҫӗнӗ сӑмахпа пуянлатнӑ сӑвӑҫ [Митта В.] тӑван чӗлхемӗре. Ю.Артемьев, 1984, 29 с. Мелос — музыкӑллӑ ӑстӑвӑмра кӗвӗллӗ ен палӑрса тӑни. Г.Айхи, 1988, 11 с. Текерлӗк, ... юрру санӑстӑвӑм уҫҫийӗ. Н.Исмуков, 1990, 89 с. Паллах, ӳнерӗн тӗрлӗ ӑстӑвӑмӗ пӗр пекех паха пулса тухаймасть.ЧС, 1994, 8 кл., 7 с.
ӐСЧАХ, ҫ.п. Ӑслӑлӑх ӗҫӗпе пурӑнакан ҫын; ӑслӑлӑхҫӑ. Стена тӑршшӗпех кунта вӗреннӗ паллӑ ҫыравҫӑсен, ӑсчахсен сӑнӗсене ҫакса тухнӑ. Ф.Андреев, 1980, 180 с. Раҫҫейӗн Наукӑсен академийӗнче те суя ӑсчахсем, коньюнктурщиксем пур. Х-р, 14.04.1992, 4 с. Студентсемпе ӑсчахсене ӑслӑлӑх ӗҫӗсене пурнӑҫлама ... лайӑх майсем тупӑнаҫҫӗ. Т-ш, 1998, 3 /. Проектра [саккун проектӗнче] ҫамрӑк ӑсчахсене, аспирантсене ҫӑмӑллӑхсем кӳресси пирки каланӑ. ҪХ, 1999, 11 /, 2 с.
ӐШӐЛӐХ, ҫ.с. Ӑшӑ кӑмӑл, кӑмӑллӑх, чун ӑшши. Юлташ... Ҫак сӑмахра мӗн чухлӗ ӑшӑлӑх, хисеплӗх тата ыркӑмӑллӑх! Х-р, 30. 06.1992, 4 с. Ҫемҫелӗх, ӑшӑлӑх — чӑваш юнӗнче, чунӗнче. ҪХ, 1997, 52 /, 4 с. Килти ӑшӑлӑха, ирӗклӗхе туйса савӑнтӑм. ҪХ, 1998, 1 /, 5 с. Кристина сӑнарӗ чуна ӑшӑлӑх, лӑпкӑлӑх парнелерӗ. Т-ш, 1999, 32 /, 4 с.
ӐШПИЛЛӖ, п.с. Ӑшӑ кӑмӑллӑ, ырӑ чунлӑ, кӑмӑлҫах чӗреллӗ. Унӑн кӑмӑлӗ ҫав тери ырӑ, чӗри сар хӗвел пек ӑшпиллӗ. Н.Мранькка, 1959, 172 с. Ӑшпиллӗ, вашават ҫын асӑмра. Ю.Си-лэм, 1989, 73 с. Ӑшпиллӗ, хаваслӑ ... арҫын. КЯ, 27.01.1989, 4 с. Ӑшпиллӗ, кӑмӑллӑ хӗр сӑнарӗ. ХК, 1993, 6 /, 2 с. Эп, сан пекех, ӑшпиллӗ те тискер. А.Смолин //Х-р, 22.02.2000, 4 с.
— ӑшпиллӗ калаҫу (К.Турхан, 1967, 14 с.; Ф.Муратов // Я-в, 1986, 10 /, 25 с.); ӑшпиллӗ туйӑм (К-н, 1986, 24 /, 3 с.); ӑшпиллӗ тӗлпулу (Ҫ-т, 1995, 4—5 /, 30 с.); ӑшпиллӗ тухтӑрсем (Н.Ишентей, 1997, 8 с.); ӑшпиллӗ самант, ӑшпиллӗ сӑмахсем (Я-в, 1999, 11—12 /, 5 с.; 9 с.); ӑшпиллӗ преподаватель (АМХ, 2001, 7—8 /, 9 с.); ӑшпиллӗ автор (С-р, 2002, 40 /, 4 с.).
танл., ӑшӑ пиллӗ ҫын (Ашмарин, IV, 93 с.); ӑшӑ пиллӗ Турӑ (Г. Юмарт //Я-в, 2000, 12 /, 3 с.).
ӐШПИЛЛӖХ, п.с. Чун ҫепӗҫлӗхӗ, кӑмӑл ӑшши; чун ӑшши. Кӗҫӗрхи каҫӑн хӑйӗн ӑшпиллӗхӗ. Хв.Агивер, 1984, 95 с. Ҫынра чи малтанах мӗн хаклатӑр. — Чунлӑх, ӑшпиллӗх, уҫӑ кӑмӑл. КЯ, 21.12.1989. Пичӗ-куҫӗнче ӑшпиллӗх, тараватлӑх, савӑнӑҫ кулли ҫиҫет. ҪХ, 1999, 42 /, 5 с. Уяр кунсен ӑрши ӑшпиллӗх кӳрет Ефимов Якура. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 14 с.
— тасалӑхпа ӑшпиллӗх (ЧС, 1994, 8 кл., 323 с.);
танл., минетлӗхпе ӑшӑ пиллӗх (А.Смолин, 1999, 243 с.).

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-19 22:02:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4354 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем